назв игры. Çĕнĕ-Кипек. Çĕр памалла вылянă чухне пурте, кам выляс тет, арçын-хĕрарăмĕпех выляççĕ. Вăйи тапраначчен вылякансем пурте ĕретĕн ларса тухаççĕ. Вĕсенчен пĕри хуралĕçĕ пулать, тепĕри-çĕр параканĕ. Унтан вара çĕр параканĕ ывăçне пĕр пĕчик патак татăк илет те: çĕр парап, тесе, лараканĕсен аллисене хай чăмăртанă аллине тыттарса тухать. Çав вăхăтрах вăл хăй аллинчи патакне пĕрне тыттарса хăварать. Çĕр параканĕ çĕр панă чухне, хуралçи пит хытă пăхса тăрать те, çĕр парса пĕтерсен, çĕр камрине калать. Çĕр камрине пĕлсен, вара хуралçи халăх хушшине кĕрсе ларать те, первей çĕр паракан хуралĕç юлать. Çĕр камрине хуралçи пĕлимасан, каяллах хуралçа юлать, çĕр параканĕ кĕрсе ларать. Хăшăнче тупăннă, çав вара çĕр паракан пулать.
Çавăн пекех пăхăр:
çĕр пăс çĕр пĕвĕ çĕр пакарти çĕр пакши « çĕр памалла » çĕр паранки çĕр пахатăл çĕр пичĕ çĕр планĕ çĕр пукань